Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Çын тата саккун
8 Апрелӗн 2025, 05:00

Усрава илнĕ ачан укçипе смартфон туяннă

 Ермеккей районĕнче пурăнакан хĕрарăма  укçана ярса илнĕшĕн тата тăкакланăшăн суд умне тăратĕç.

Усрава илнĕ ачан укçипе смартфон туяннăУсрава илнĕ ачан укçипе смартфон туяннă
Усрава илнĕ ачан укçипе смартфон туяннă

2019 çулхи ноябрь уйăхĕнче хĕрарăм сакăр çулхи арçын ачана усрава илнĕ. 2024 çулхи февраль уйăхĕнчен пуçласа ноябрь уйăхĕччен вăл  усрав ачин счечĕнчен 150 пин тенкĕ хывса хăйĕн хĕрĕн туйĕ кунне хаклă смартфон илсе парнеленĕ.

Пушкăртстанри прокуратурăн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, хĕрарăм хăйĕн айăпне йышăннă, суд умĕнче явап тытма хатĕрленет.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас