Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Çын тата саккун
16 Апрелӗн 2025, 12:00

Ватă çынсене темиçе уйăх тăршшĕ пенсие суя укçасемпе панă

Çтерлĕ хулинчи аслă ăрури мăшăр темиçе уйăх тăршшĕ шÿтлĕ банкăн билечĕсемпе пенси илсе пурăннă.

Ватă çынсене темиçе уйăх тăршшĕ пенсие суя укçасемпе панăВатă çынсене темиçе уйăх тăршшĕ пенсие суя укçасемпе панă
Ватă çынсене темиçе уйăх тăршшĕ пенсие суя укçасемпе панă

Преступник чăн купюрăсене суйисемпе хутăштарнă. Пенсионерсем укçисене пухса пыни паллă. Çавна пула ултава çийĕнчех асăрхаман. Ватă арçын банка коммуналлă çăмăллăхсемшĕн укçа тÿлеме кайсан суя укçасене тупса палăртнă. Килĕнче 298 пин тенкĕ хут укçаран 201-шĕ суя пулнă.

«Мошенничество» статьяпа уголовлă ĕç пуçарнă. Халĕ уголовлă шырав ĕçченĕсем çак преступление тума пултарнă çынна шыраççĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас