Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Çын тата саккун
18 Апрелӗн 2025, 05:40

Пенсине суя укçасемпе илсе пурăннă ватă вилсе кайнă

Эпир маларах Çтерлĕ хулинчи ватăсене пенси укçине суя хут укçапа пани çинчен çырнăччĕ.

Пенсине суя укçасемпе илсе пурăннă ватă вилсе кайнăПенсине суя укçасемпе илсе пурăннă ватă вилсе кайнă
Пенсине суя укçасемпе илсе пурăннă ватă вилсе кайнă

Ватăсем укçасене перекетлесе пухса пынă.  Вĕсен пысăк пайĕ суя укçасем пулнă. 83 çулхи арçын банка коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тÿлеме кайсан ултав çиеле тухнă. Усал шухăшлă çынсем чăн укçасене «тетте» укçасемпе пăтраштарнă.

Йĕрке хуралçисем уголовлă ĕç пуçарнă. Каярах мăшăра следствие чарнă текен хыпар пăшăрхантарнă. Саккуна сыхлакан органсем çак хыпара çирĕплетмен. Хытă пăшăрханнипе пенсионера шалкăм çапнă – тухтăрсем унăн пурнăçне çăлса хăварайман.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас