

2023 çулхи декабрь уйăхĕнчен пуçласа 2024 çулхи март уйăхĕччен арçын Киров хулинче пурăнакан çынран 115 пин тенкĕлĕх çичĕ авторучка-пистолет тата 33 килте хатĕрленĕ патрон туяннă. Çавăн пекех вăл газпа пемелли тата вĕренмелли-хăнăхмалли пистолетсем туяннă. Вĕсенчен вутлисене тунă. Икĕ авторучка-пистолета Приморье крайĕнче пурăнакан çынна 50 пин тенкĕлĕх сутса янă.
Пушкăртстанри пресс-служба пĕлтернĕ тăрăх, преступника черетлĕ пистолет сутнă чух тытса чарнă. Çавăн пекех вăл пĕрремĕш ушкăн инваличĕ пулнă май вăйлă эмел илсе тăнă. Иртнĕ çулхи январь уйăхĕнче вăл ăна Приморье крайĕн çыннине посылкăпа ярса панă. Ĕç материалĕсене Ĕпхÿ хулин сучĕ пăхса тухĕ.