Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Çын тата саккун
6 Майӑн 2025, 11:00

Наркотик сутнă çамрăка явап тыттарĕç

Салават хулинче наркотиксем пытарнă 70 вăрттăн вырăн йĕркеленĕ арçынна суд умне тăратĕç.

Наркотик сутнă çамрăка явап тыттарĕçНаркотик сутнă çамрăка явап тыттарĕç
Наркотик сутнă çамрăка явап тыттарĕç

2024 çулхи июнь уйăхĕнче 21 çулхи каччă наркотиксем салатакан ушкăна кĕнĕ. Хула территоринче вăл синтетика наркотикĕсен 71 вăрттăн вырăнне йĕркеленĕ.

Пушкăртстан прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, çамрăка саккуна пăсакан ĕç тунă чух тытса чарнă. Каччă хăй айăпĕн пĕр пайне йышăннă. Ĕç материалĕсене пăхса тухма суда янă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас