+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Унăн çичĕ çул хушши ĕçпе юсакан колонире ирттермелле пулĕ. Çакăн пек йышăну Çтерлĕри хула сучĕ йышăннă. Хĕрарăма саккуна пăсса пысăк тата питĕ пысăк калăпăшпа наркотик сутма хăтланнăшăн айăпланă.
Судра палăртнă тăрăх, 2024 çулхи март уйăхĕнче хĕрарăм хăй пĕлекен çыннипе интернет урлă синтетика наркотикĕсен партине туяннă. Ăна вăл Çтерлĕ районĕнче вăрттăн вырăнсене пытарса салатасшăн пулнă. Преступлениллĕ ĕçе полици ĕçченĕсем уçăмлатнă, хĕрарăм пурăннă вырăнта саккунпа чарнă япаласене тупнă.
Хĕрарăм хăй айăпне йышăннă. Уголовлă ĕç материалĕсене уйрăм производствăна куçарнă.