Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Çын тата саккун
19 Майӑн 2025, 11:00

Май тата июнь уйăхĕсенче алкоголь шĕвекĕсене сутассине чарса тăрĕç

Пушкăртстанра май уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Юлашки шăнкăрав» кунĕ иртĕ. Республика саккунĕпе килĕшуллĕн çав кун алкоголь шĕвекĕсем сутма пĕтĕмпе чарнă.

Май тата июнь уйăхĕсенче алкоголь шĕвекĕсене сутассине чарса тăрĕçМай тата июнь уйăхĕсенче алкоголь шĕвекĕсене сутассине чарса тăрĕç
Май тата июнь уйăхĕсенче алкоголь шĕвекĕсене сутассине чарса тăрĕç

Асăннă чарусем Сабантуй кунĕсенче те ĕçлĕç. Пушкăртстанра сабантуйсем май уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа июль уйăхĕн 19-мĕшĕччен пырĕç. Çавăн пекех  Çамрăксен кунĕнче (июнь уйăхĕн 28-мĕшĕнче) те алкоголь сутма чарĕç.

ПР Патшалăх Пухăвĕн председателĕ Константин Толкачев асăннă практика обществăлла йĕркене тытма тухăçлă пулнине, республика çыннисем чарăва ăнланса йышăннине пĕлтернĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас