Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Çын тата саккун
4 Июлӗн 2025, 05:00

Нумай ачаллă икĕ хĕрарăм хула тăрăх наркотиксем турттарнă

Ĕпхÿре Шалти ĕçсен министерствин ĕçченĕсем кантăр ÿстерсе сутакан виçĕ çынна тытса чарнă.

Нумай ачаллă икĕ хĕрарăм хула тăрăх наркотиксем турттарнăНумай ачаллă икĕ хĕрарăм хула тăрăх наркотиксем турттарнă
Нумай ачаллă икĕ хĕрарăм хула тăрăх наркотиксем турттарнă

Шалти ĕçсен министерствин телеграм-каналĕ пĕлтернĕ тăрăх, Ĕпхÿ хулинче пурăнакан 28 çулхи арçын  наркомаркет кураторĕ хушнине пурнăçланă. Амăшĕн çуртĕнче кантăр ÿстерсе наркотик хатĕрленĕ хыççăн продукцие икĕ курьера парса тăнă.

Йĕрке хуралçисем вырăнта 100 тĕп кантăр, 5 килограмм типĕтнĕ наркăмăшлă курăк тата кирлĕ оборудовани тупнă.

Çакăн хыççăн полицейскисем нумай ачаллă икĕ аннене тытса чарнă. Иртнĕ çул вĕсем асăннă наркошопа курьер пулса вырнаçнă. Вĕсене тавара турттарнă чух тытса чарнă. Хĕрарăмсен автомобилĕнче 350 грамм таякан виçĕ тĕрлĕ наркотик тупнă.

Çак тĕлĕшпе полици уголовлă ĕç пуçарнă. Пурне те тĕрмене хупнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас