+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем айăплисене час тупса тытса чарнă. Пушкӑртстанри ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, автомобиле вăрласа каякансем 14 тата 15 ҫулсенчи икӗ ача пулнӑ. Вӗсем йӑпанас тесе ют автомобильпе ярӑнма шутланӑ. Маларах ачасем тепӗр икӗ машинӑна ҫӗмӗрме хӑтланнӑ. Ҫамрӑксем хӑйсен айăпне йышӑннӑ, ялтан тухса каймасси пирки алă пуснă.