+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Унта икӗ арҫынпа хӗрарӑм хутшăннă. 2024 ҫулхи июль уйӑхӗнчен пуҫласа ноябрь уйӑхӗччен усал шухӑшлӑ çынсем Ĕпхÿре наркотик салатакан преступниксен ушкӑнне кĕнĕ. Ĕпхÿри Революционнăй урамри çурт умне пырса чарăннă автомобильтен ҫур килограмм ытла героин илсе кайнӑ. Арҫын ăна хӑйӗн юлташӗсене панӑ, лешсем тара илнӗ хваттерсенче вӗсене пĕчĕк пайсене пайласа вăрттăн вырăнсене хума хатӗрленӗ. Пушкӑртстан прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, наркотиклă хутăша ҫаврӑнӑшран туртса илнӗ. Преступниксем хӑйсен айӑпне йышӑннӑ, суд умне тӑма хатӗрленеҫҫӗ.