+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Республикăри прокуратура пĕлтернĕ тăрăх, Авăркас районĕнчи 39 çулхи 11 ача амăшне çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли сертификата тĕрĕс мар панă. Унăн виçине палăртнă чух йăнăш шутланă - темшĕн хĕрарăмăн çулĕ çитнĕ хĕрĕн пайне те шута илнĕ.
Прокуратура Пушкăртстан Республикинчи Çурт-йĕр программисене пурнăçа кĕртмелли управление йĕркене пăснине тĕп тума, сертификат виçине тепĕр хут шутласа пама ыйтнă. Çакăн хыççăн çемьене 13, 5 млн тенкĕпе танлашакан сертификат панă.