

Упăшкипе арăмĕ 2023 çулта следствинчен пытаннă. Аллă пĕр çулхи арçынпа унăн 48 çулхи арăмĕ саккунпа чарнă япаласене чикĕ леш енчен туянас ĕçе йĕркеленĕ тата Пушкăртстанра мăкăнь вăрри сутнă. Çак преступлă ушкăна тепĕр хула çынни те кĕнĕ.
2022 çулхи апрель уйăхĕнче полицейскисем преступление уçса панă. Ухтару вăхăтĕнче 942 кг хутăшлă мăкăнь вăррине, димедрол таблеткисене, смартфонсем, планшетсем, ноутбуксем, хытă дисксем, сим-картăсем тата укçа тупнă. Пурĕ япаласен хакĕ 4 млн тенкĕрен иртнĕ.
Уголовлă ĕçе суда янă, анчах та килти арестра пулнă мăшăрсем суда килмен. Йĕрке хуралçисем таркăнсене Ĕпхÿ хулин элитлă пурăнмалли районĕнче, тара илнĕ хваттерте шыраса тупнă. Вĕсене пулăшакан çынна 12 çула ирĕксĕр хăварнă, çирĕп йĕркеллĕ колоние хупнă.