Урал сасси
+19 °С
Облачно
Çын тата саккун
31 Августа 2025, 05:00

Наркотик сутма хăтланнăшăн тĕрмене лартма пултарĕç

Тĕрĕслев ирттернĕ чух вун сакăр çулхи çамрăкăн килĕнче саккунпа чарнă япаласен 40 тӗркине, наркотиксене сутмалли вырӑнсене палӑртнӑ кӗсье телефонне тупнă.

Добавить в предпочтительные источники Google
Наркотик сутма хăтланнăшăн  тĕрмене лартма пултарĕçНаркотик сутма хăтланнăшăн  тĕрмене лартма пултарĕç
Наркотик сутма хăтланнăшăн тĕрмене лартма пултарĕç

Следстви тӑрӑх, 2025 ҫулхи март уйӑхӗнче каччӑ палламан ҫынпа наркотик сутассипе ҫыхӑннӑ преступлениллĕ схемăна хутшӑнма калаҫса татӑлнӑ. Усал шухӑшлӑ ҫынна Туймазӑри Салават Юлаев урамӗнчи ҫурт ҫывӑхӗнче черетлӗ вӑрттӑн вырӑн хатӗрленӗ вӑхӑтра полици ӗҫченӗсем тытса чарнӑ.
Хальхи вӑхӑтра 18 ҫулхи каччӑ тӗлӗшпе айӑплав пӗтӗмлетӗвне ҫирӗплетнӗ, суда ярса панӑ. Çамрăк хăйĕн айӑпне йышӑннӑ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Инга Алексеева