Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Çын тата саккун
1 Сентябрӗн 2025, 13:00

Кӑҫал республикӑра мигрантсем пин ытла преступлени тунӑ

Пушкӑртстан депутачӗсем пирӗн ҫӗршывра кӑна мар, унӑн тулашӗнче те йывӑр преступленисемшӗн судпа айӑпланнă мигрантсене Раҫҫее кӗме чаракан саккун проектне Патшалӑх Думине кӗртнӗ.

Кӑҫал республикӑра мигрантсем пин ытла преступлени тунӑКӑҫал республикӑра мигрантсем пин ытла преступлени тунӑ
Кӑҫал республикӑра мигрантсем пин ытла преступлени тунӑ

Пушкӑртстан парламенчӗн спикерӗ Константин Толкачев шучӗпе, çапла майпа РФ территорине "шанчăклă тата саккуна пӑхӑнакан" ҫынсем кӑна кӗрӗҫ.

Пушкӑртстан Патшалӑх Пухӑвӗн председателӗ Константин Толкачев каланӑ тӑрӑх, юлашки икӗ ҫулта мигрантсем Раҫҫей территорийӗнче тӑвакан преступленисен шучӗ тата йывӑрлӑхӗ ӳсет, "ҫавӑнпа та наци хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелли мерӑсене вӑйлатмалла". ПР Шалти ĕçсен министерствин статистики тăрăх, кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа мигрантсене хирӗҫ 1111 уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Регион парламентарийӗсем маларах судпа айӑпланнӑ ют ҫӗршыв гражданӗсене ҫӗршыва кӗме, вӑхӑтлӑха пурӑнма вырнаçма, вӗренме кĕме, пурӑнма ирӗк илме чарма сĕннĕ.

Преступленисен шутне  çаратни, вăрă-хурахла хăтланни, уйрăм çынсен сывлăхне, пурнăçне хăрушлăх кÿни, ирĕксĕрлесе ар çыхăнăвĕсене тăни, халăх сывлăхне, обществăна хăрушлăх тăратни, обществăлла кăмăл-сипет, Конституци йĕркисене пăсни кĕрет. Преступленисене Раççей территоринче е  ун тулашĕнче тунă пулсан та.

Константин Толкачев асăннă саккун проекчӗ пирӗн ҫӗршывӑн йӑли-йӗркине, историне, культурине тата саккунӗсене хисеплесе йышӑнакан шанчӑклӑ та саккуна пӑхӑнакан ют ҫынсене çеç Раççей Федерацинче пурăнма май парассине палӑртнӑ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас