

Çамрăк хĕре хула тулашĕнчи сад пахчи пĕрлĕхĕсен территоринче асăрханă. Вăл урамсем тăрăх тавралăха телефонĕ çине ÿкерсе ахаль çеç çÿренĕ. Йĕрке хуралçисемпе калаçнă чух хăй мĕн тунине ăнлантарайман.
Килсе çитнĕ йĕрке хуралçисем унра 53 пĕчĕк порошок хутаççи тупнă. Телефонĕнче вăрттăн вырăнсене сăнланă сăн ÿкерчĕксене асăрханă, вĕсенче «тавар» пакечĕсене тупнă.
Пушкăртстанри ШĔМ пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, полицейскисем пурĕ хĕр ачаран 63 грамм наркотик туртса илнĕ. Хĕр ача мессенджер урлă саккунсăр укçа ĕçлесе илмелли мел тупни паллă пулнă. Саккунсăр майпа наркотик сутма хăтланнипе çыхăннă ĕçе Нефтекамск хулинчи районсен хушшинчи следстви уйрăмне янă