+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнче хĕрарăм саккунсăр майпа 16 грама яхăн наркотик туяннă та пĕлекен çыннипе суту-илÿ пирки калаçса татăлнă. Суту-илÿ ăнăçлă иртнĕ, часах ăна татах укçа кирлĕ пулнă. Усал шухăшлă хĕрарăм хăйĕн пĕлĕшне тепĕр хут унран наркотик туянма сĕннĕ, анчах та йĕрке хуралçисем наркăмăша сутнă хыççăнах ăна ярса тытнă.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче хĕрарăм çумĕнче полимер хутаçра наркотик, туртмалли хатĕр, виçе, пушă полимер хутаççисем тупнă. Вăл хăйĕн айăпне йышăннă, суд умĕнче явап тытма хатĕрленет.