+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Кăçалхи январь уйăхĕнче арçын наркотик сутакан интернет-лавккана вырнаçнă та курьер пулса ĕçлеме тытăннă. Мессенджер урлă поставщикран наркотиксен курттăм партин Ĕпхÿ хулинчи координачĕсене пĕлнĕ. Малалла наркăмăшлă тавара Бирск хулинче сутмалла пулнă.
Полицейскисем усал шухăшлă çынна вăрттăн вырăнсем йĕркеленĕ чух тытса чарнă. Суд çамрăка çирĕп режимлă колоние вунă çула хупма йышăннă.