Пур хыпар та
Çын тата саккун
30 Октябрӗн 2025, 12:30

Тытса чарнă чух наркотика çăтса яма хăтланнă

Пелепей хулинче килĕнче наркотик усранă 39 çулхи арçынна судпа айăпланă.

Тытса чарнă чух наркотика çăтса яма хăтланнă
Тытса чарнă чух наркотика çăтса яма хăтланнă

Август уйăхĕнче арçын хăйне валли мефедрон туянма заказ панă. Сутма юраман тавара вăл вăрмана кайса илнĕ, унтан тухнă чух ăна полицейскисем тытса чарнă. Арçын айăпран хăтăлас тесе наркăмăш пакетне çăтса яма хăтланнă, анчах та чыхăнса кайнă, сывлăш пÿлĕннипе хашкама пуçланă.

Йĕрке хуралçисем ăна больницăна илсе çитернĕ, çавăнтах наркотиксене туртса илнĕ. Суд арçынна икĕ çуллăх тĕрĕслев вăхăчĕпе, тăватă çуллăха условлă майпа ирĕксĕр хăварнă.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас