Сим-картăсене тĕрĕслĕç
Ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа операторсем сим-картăсен хуçисем çинчен информаци пĕлмесен номерсене пăхса тăмасса пултараççĕ. Çакă сим-картăсен шутне те пырса тивет – вĕсем пĕр çынна уйăрнă лимитран иртмелле мар. Раççей çыннисем пĕр харăсах 20 «симкăпа» усă курма пултараççĕ, ют çĕршывран килнисем – 10.
Ăшăту сезонне хатĕр пулмасан штрафсем тÿлеттерĕç
Раççейре ноябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнчен ăшăту сезонĕ тĕлне маларах тупса палăртнă йĕркене пăснине тÿрлетмен ведомствăсене тата организацисене – регионти тата муниципаллă власть органĕсене, ресурссемпе тивĕçтерекен организацисене, ертсе пыракан компанисене штрафсем кĕтеççĕ. Организацисене 40 пин тенкĕ таран, должноçри çынсене 10 пин тенкĕ таран тÿлеттерĕç.
Çуртсене, социаллă объектсене ăшă парассишĕн яваплă регионти, муниципаллă власть органĕсем, ресурссемпе тивĕçтерекен организацисем граждансем умĕнчи тивĕçĕсене пĕр сăмахсăр пурнăçламалла.
Иноагентсене çирĕпрех айăплĕç
Ноябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа РФ Генеральнăй прокуратура преступлени тунă, чикĕ леш енче пытанса пурăнакан Раççей гражданĕсем çинчен ытти çĕршывсене информаци ярса пама пултарĕ. Асăннă çĕнĕлĕх иноагентсене яваплăхран хăтăлма май памĕ.
Тата октябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа çĕнĕ норма вăя кĕни çинчен астутарасшăн. Унпа килĕшÿллĕн, ют çĕршыв агентне, вăл маларах та йĕркене пăснă е преступлени тунă пулсан, икĕ çула ирĕксĕр хăварасси кĕтме пултарать.
Еткерçĕсене пурлăх хăвараканăн парăмĕсем çинчен вăхăтлă пĕлтерĕç
Ноябрь уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа еткерçĕсене (наследники) малтанхи пурлăх хуçисен кредит парăмĕсем çинчен вăхăтра пĕлтерĕç. Нотариусăн еткер ĕçне уçсан вилнĕ çыннăн парса татман парăмĕсем çинчен пĕлме, пулас еткерçĕсене пĕлтерме виçĕ кун пулĕ.
Мигрантсене çирĕпрех тĕрĕслĕç
Саккун ирĕкĕпе Раççее килнĕ ют çĕршыв çыннисем 2025 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне миграци учетне тăман пулсан ноябрь уйăхĕн 30-мĕшĕччен тивĕçлĕ органсене çитсе учет иртмелле. Хальлĕхе асăннă мерăна эксперимент шайĕнче Мускав хулинче тата Мускав облаçĕнче йышăннă.