Пур хыпар та
Çын тата саккун
19 Ноябрӗн 2025, 14:00

Арçынран ача амăш капиталĕн укçине шыраса илнĕ

Пушкăртстанри Чекмагуш районĕнче пурăнакан арçынран  ача амăш капиталĕпе кирлĕ пек усă курманшăн  укçана шыраса илнĕ.

Арçынран ача амăш капиталĕн укçине шыраса илнĕ
Арçынран ача амăш капиталĕн укçине шыраса илнĕ

Ача çуратнă хыççăн хĕрарăм ача амăш капиталĕн сертификатне тивĕçнĕ.  Ун хыççăн мăшăрĕ çурт çумне тепĕр пÿлĕм хăпартса лартма заем илнĕ. Анчах та строительство валли 400 пин тенкĕ куçарсан та вăл нимĕн те хăпартман, пурлăхне те ачисем çине куçарман.

Пушкăртстанри прокуратурăн пресс-службин даннăйĕсем тăрăх,  ведомство хутшăннă хыççăн арçынран укçана шыраса илнĕ, пулăшăва ачасен амăшĕ илмелле тунă.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас