Патшалăх вăрман инспекторĕсем йĕрке хуралçисемпе пĕрле январь уйăхĕн 8-мĕшĕччен талăк тăршшĕ вăрмансене тĕрĕслесе тăрĕç. Уяв йывăçĕсене сутакан вырăнсенче тăтăшах рейдсем ирттерĕç.
Мероприятисене «Экологи ырлăхĕ наци проекчĕн «Вăрмансене сыхласси» федераллă проект витĕмĕпе ирттереççĕ.
Аса илтеретпĕр, саккунпа килĕшуллĕн йывăçсене каснăшăн административлă тата уголовлă яваплăх çирĕплетнĕ. Штрафсен хисепĕ 300 пин тенке çитме пултарать. Унсăр пуçне вăрман фондне сиен кÿнишĕн саплаштармалла пулĕ.
ПР вăрман хуçалăхĕн министрĕн çумĕ Юнир Садыков каланă тăрăх, сиен хисепĕ 5 пин тенкĕрен ытларах пулсан «вăрмана саккунсăр каснишĕн» статьяпа уголовлă ĕç уçма пултарĕç. Асăннă статья тăрăх ултă çула çити ирĕксĕр юлас хăрушлăх та пур.