Пур хыпар та
Çын тата саккун
26 Ноябрӗн 2025, 17:00

Виç çĕр пин тенкĕлĕх улталанăшăн айăплĕç

Пушкăртстанри Чишма районĕнче суд умне пысăк виçепе улталанăшăн 25 çулхи Ĕпхÿ çынни тăрĕ.

Виç çĕр пин тенкĕлĕх улталанăшăн айăплĕç
Виç çĕр пин тенкĕлĕх улталанăшăн айăплĕç

Март уйăхĕнче арçын çăмăл укçа ĕçлесе илес тесе мессенджерта ăнсăртран пуснă номер çине хыпар янă. Çапла майпа вăл ялта пурăнакан 68 çулхи арçынпа çыхăннă. Усал шухăшлă арçын хăйне Росфинмониторинг специалисчĕ тесе шантарнă. Эрне тăршшĕ аслă çынна перекетленĕ укçасене шанчăклă вырăнта усрамалли çинчен ĕнентернĕ.

Пушкăртстанри  прокуратурăн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, юлашкинчен ял çынни преступника 300 пин тенкĕ укçине панă. Ĕпхÿ çынни хăйĕн айăпне йышăннă, суд умĕнче явап тытма хатĕрленет.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас