-6 °С
Юр
ПР прокуратурăн пресс-службинче, çамрăк арçын 67 çулхи асламăшĕн СВОра вилнĕ ывăлĕшĕн тивĕçнĕ укçа пуррине пĕлсе, преступлени çулĕ çине тăнă тесе пĕлтернĕ. Ватă çыннăн мăнукĕ банк приложенине кĕме май тупса виçĕ уйăх тăршшĕ укçана хăй счечĕ çине куçарнă. Укçа-тенкĕпе хăйне кирлĕ пек усă курнă.
Арçын хăй айăпне йышăннă. Унăн пурлăхĕ шутланакан çĕр лаптăкне тата банк счетне арестленĕ. Уголовлă ĕçе Гафурири районсен хушшинчи суда ярса панă.