Белорецк районĕнчи полици уйрăмне вырăнта пурăнакан 21 çулхи хĕр мошенничествăпа çыхăннă заявлени çырса панă. Аферистсем хăйсене тĕрлĕ служба ĕçчĕсем пек кăтартса хăнăхнă схемăпа ĕçленĕ. Хĕре налук тÿлеменшĕн пур счетсене те арестлессипе хăратнă. Унăн ыйтуне татса пама налук службин электронлă черетне тăратнă, çавна пула хĕр хăйĕн даннăйĕсене пĕлтернĕ. Электронлă почтăна «Госуслуги » порталĕнчен иккĕленÿллĕ хыпар килнĕ. Унта техника пулăшăвĕн телефон номерне пĕлтернĕ пулнă, студентка çийĕнчех шăнкăравланă.
Сиен пысăк пулассипе хăратса мошенниксем хĕре кредит илсе хăйсен счечĕ çине 160 пин тенкĕ куçарса пама ĕнентернĕ. Анчах ултавçăсене çак хисеп сахалрах туйăннипе вĕсем тата çавăн чухлĕ укçа тупма ыйтнă. Ун хыççăн хĕр тата 115 тенкĕлĕх 5 микрозайм илнĕ, хăйĕн пухнă укçисене те кăтартнă телефон номерĕ çине куçарнă.
Пĕтĕмпе сиен кÿни 300 пин тенкĕпе танлашнă. Асăннă ĕçпе «мошенничество» статьяпа уголовлă ĕç пуçарнă.