-6 °С
Юр
Унăн хăйпе пĕрле икĕ накротик хутаççи пулнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче йĕрке хуралçисем хĕрарăмран икĕ грама яхăн порошок тултарнă икĕ хутаç туртса илнĕ. Хĕрарăм ăна социаллă сеть урлă хăйĕн валли туяннине пĕлтернĕ. Унăн килĕнче йытăпа шырав ирттернĕ хыççăн тата пĕр грамм наркотик тупнă. Вăл синтетикăлла пулнă.
Пушкăртстанри Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, саккуна пăсса наркотик усранăшăн хĕрарăма вăхăтлăха тĕрмене хупнă.