-6 °С
Юр
Пушкăртстан прокуратури пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çулхи июнь уйăхĕнче каччăсем наркотик сутакан интернет-лавккана ĕçе вырнаçнă та наркăмăша вăрттăн вырăнсене пытарса сутнă. Çавăн пек вырăнсем хатĕрленĕшĕн вĕсене криптовалютăпа (цифрăллă укçа) тÿленĕ. Çамрăксем вĕсене банк счечĕсем çине куçарнă. Çапла майпа 110 пин тенкĕ ĕçлесе илнĕ.
Орджоникидзе район сучĕ кашнине 6 çуллăха юсанмалли çирĕп режимлă колоние ăсатнă. Преступлениллĕ майпа ĕçлесе илнĕ укçа-тенке патшалăх пурлăхĕ шутне куçарнă.
Халĕ пирĕн MАХ мессенджерта официаллă канал пур! Унта web.max.ru/-687399910... каçăпа куçма пулать.