-6 °С
Юр
Апрель уйăхĕнче хĕрарăм упăшкипе пĕрле Нефтекамск хулинчи Березовское шоссе урамĕнче вырнаçнă çуртран «тавар» партине илсе тухнă. Мăшăра çурт умĕнче йĕрке хуралçисем тытса чарнă.
Пушкăртстан прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, суд хĕрарăма пĕтĕмĕшле режимлă колоние 8 çула хупма йышăннă. Айăплава ачи 14 çул тултариччен хăварнă. Упăшки тĕлĕшĕпе уйрăм ĕç пуçарнă.