Пур хыпар та
Çын тата саккун
5 Кӑрлач , 13:00

Сунара саккуна пăсса тухнă

2025 çулта Пушкăртстанра саккуна пăсса 20 пăшие, 10 хир качакине тата 6 хир сыснине вĕлернĕ. Республикăри çут çанталăк тата экологи министрĕ Нияз Фазылов браконьерсене 5 миллион ытла штраф пани çинчен пĕлтернĕ.

Сунара саккуна пăсса тухнă
Сунара саккуна пăсса тухнă

Вĕсенчен 4,6 миллион тенкине тÿлесе татнă.

Министр сăмахĕсем тăрăх çулталăк тăршшĕпе 3156 рейд ирттернĕ, 4000 ытла сунарçа тĕрĕсленĕ.  Вĕсенче сунар ыйтнине пурнăçламасăр 100 административлă йĕркене пăснине тата 20 уголовлă явап тытмалли  ĕçе тупса палăртнă.

Халĕ республикăра хир сыснине тата мамăк тирлĕ тискер кайăксене сунара тухма ирĕк панă, вăл февраль уйăхĕ вĕçлениччен тăсăлĕ. Январь уйăхĕнче мулкач, тилĕ, кашкăр, шашкă, сăсара тытма ирĕк пур.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас