-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Арçынсем преступлениллĕ ушкăнра тăнă, наркокурьер тивĕçне пурнăçланă. Мессенджер урлă поставщикран таварăн курттăм парттин вăрттăн вырăнĕсен координачĕсене пĕлнĕ, унтан наркăмăша пĕчĕк дозăсене пайланă.
Йĕрке хуралçисем февраль уйăхĕнче преступниксене тытса чарнă, наркотиксене туртса илнĕ. Суд арçынсенчен кашнине 9,5 çула çирĕп йĕркеллĕ колоние хупма йышăннă.