Пур хыпар та
Çын тата саккун
15 Кӑрлач , 18:00

Сунарçăсем ют çын лашине персе вĕлернĕ

Абзелил районĕнчи полицейскисем вăрăсене тытса чарнă.

Сунарçăсем ют çын лашине персе вĕлернĕ
Сунарçăсем ют çын лашине персе вĕлернĕ

Абзелил районĕнчи Рыскужино ялĕнче пурăнакан 59 çулхи çыннăн лашине сунарçăсем персе вĕлернĕ те вăрласа кайнă. Арçын полицие килсе çитнĕ. Вăл каласа панă тăрăх, ялтан виçĕ çухрăмра, унăн выльăхĕсем çÿрекен вырăнта, хăй лашин юлашкийĕсене тупнă.

Полици тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, кÿршĕ Тирмен ялĕнче пурăнакан 52 тата 43 çулхи арçынсем квадроциклпа сунара кайнă, анчах та нимĕнле тискер чĕр чуна та тытайман. Çавăнпа та лаша кĕтÿне курсан пĕрне персе вĕлерес тенĕ. Унтан вĕсем пайланă лаша ÿтне çунапа килне илсе кайнă.

Айăплисене тупса полицие çитернĕ, унта сунарçăсем преступление йышăнса каласа панă. Вĕсенчен пурăнакан вырăнтан нихăçта та тухса каймасса сăмах илнĕ. Асăннă пулăмпа «вăрлани» статьяпа уголовлă ĕç пуçарнă.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас