Пур хыпар та
Çын тата саккун
16 Кӑрлач , 13:00

Пенсири хĕрарăм виçĕ миллион тенкине çухатнă

Мошенниксем хĕрарăма укçасăр хăварнă.

Пенсири хĕрарăм виçĕ миллион тенкине çухатнă
Пенсири хĕрарăм виçĕ миллион тенкине çухатнă

Кармаскалă районĕнче пурăнакан хĕрарăм пенси фончĕ хушма тÿлев парасса шанса перекетленĕ укçисемсĕр тăрса юлнă.

Хĕрарăм полицейскисене хăй патне палламан çын ырă хыпарпа шăнкăравлани çинчен пĕлтернĕ, СНИЛС документăн сăн ÿкерчĕкне туса яма ыйтнă. Хĕрарăм ыйтнине пурнăçласан, мошеннисем даннăйсем сарăлас хăрушлăх пуррине, укçасене сыхласа хăварас тесен банкран хывса курьера памаллине каланă. Хĕрарăм çакна мăнукне пĕлтернĕ, арçын ача полицие кайма сĕннĕ. Полицейскисем курьера шыраса тупнă, вăл 40 çулхи арçын пулнă.

Çак пулăмпа уголовлă ĕç пуçарнă, ахăртнех, курьерăн сăтăр тунăшăн укçасене хĕрарăма тавăрса памалла пулĕ.

Инга АЛЕКСЕЕВА.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас