Пур хыпар та
Çын тата саккун
29 Кӑрлач , 11:00

Пенсионерсене çаратакана ярса тытнă

Ĕпхÿ хулинчи  полицейскисем мошенниксен курьерĕ пулса ĕçлекен 18 çулхи качча тытса чарнă.

Пенсионерсене çаратакана ярса тытнă
Пенсионерсене çаратакана ярса тытнă

Унăн аллинчен пуçласа 86 çулхи хĕрарăм инкек тÿснĕ, кинеми банкăн тата полицин суя специалисчĕсен серепине çакланнă. Вăл хăйĕн перекетленĕ укçисене сыхласа хăварас тесе килсе çитнĕ курьера 250 пин тенкĕ тыттарса янă.

Темиçе кунран çак схемăпах  Ĕпхÿри 70 çулхи хĕрарăм инкек тÿснĕ. Вăл палламан çамрăка 160 пин тенкĕ укçине парса янă.

Усал шухăшлă çамрăк укçасене хисепĕн процентне хăйне хăварса ĕçпе тивĕçтерекенсене куçарса панă.  Йĕрке хуралçисем çамрăка мошенникла хăтланнăшăн статьяпа тытса чарнă. Унра 40 пин тенкĕ укçа тупнă. Вун сакăр çулхи çамрăка тытса хупнă.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас