-6 °С
Юр
Автоинспекторсем Ĕпхÿ хулинчи Галле хули урамра «ВАЗ-2109» автомобиле чарнă. Руль умĕнче водитель прависĕр тата машина çÿретме хăнăхĕвĕсем çук 16 çулхи арçын ача ларнă. Вырăна яшăн амăшне чĕнсе илнĕ, çăмăл автомобиле ятарлă тăраткăча ăсатнă. Çамрăк ача тĕлĕшĕпе регистрацилемен автомобильпе правасăр çÿренишĕн, ОСАГО полисĕсĕр тепĕр хут автомобильпе усă курнишĕн административлă протокол çырнă. Çавăн пекех ачан амăшне те административлă явап тыттарĕç.