Пур хыпар та
Çын тата саккун
3 Нарӑсӑн , 14:00

Интернет-вылява хутшăнса укçисене çухатнă

Нефтекамск хулинчи полици ĕçченĕсем 42 çулхи арçыннăн банк счетĕнчен укçа вăрланине тĕпчеççĕ.

Интернет-вылява хутшăнса укçисене çухатнă
Интернет-вылява хутшăнса укçисене çухатнă

Арçын çуралнă кунне уявланă, ун ячĕпе социаллă сетьсенче тата мессенджерсенче саламлани чылай килнĕ. Вĕсен хушшинче вăл пĕлмен банкран саламлани тата уяв ячĕпе выляв (розыгрыш) ирттерни çинчен пĕлтерни те пулнă.

Нефтекамск çынни ссылкăпа куçса анкета çырнă, банк карттин реквизичĕсене пĕлтернĕ. Каярах ăна кирлĕ йĕркене лартмалли кодсем ярса панă. Анчах та арçынна парне илме пÿрмен, вăл счечĕ çинчен 52 пин тенкĕ çухалнине  çеç асăрханă.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас