Йĕрке хуралçисем Çтерлĕ хулинче пурăнакан, маларах та айăпланнă 43 çулхи арçынна «вăрлани» статьяпа темиçе преступлени тунă тесе тытса чарнă.
ПР Шалти ĕçсен министерствин пресс-службинче пĕлтернĕ тăрăх, темиçе уйăх хушши çынсенчен гаражсенчи пурлăх çухални çинчен заявленисем килнĕ. Шар курнисем хаклă япаласем çухални çинчен пĕлтернĕ. Преступленисем пĕр схемăпа иртнĕ, усал шухăшлă çын çăрасен уççисене юраттарса гаражсене кĕнĕ. Вăрласа тухнă япалисене хăйĕн гаражне тата ытти усрав вырăнсене турттарнă. Кайран арçын çав япаласене сутнă. Полици ĕçченĕсем айăпланакан пурăнакан вырăнта, гаражĕнче тата ытти вырăнсенче шырав ирттернĕ, вăрланă 200 ытла япалана туртса илнĕ, вĕсене хуçисене тавăрса парĕç. Айăпланакана арестленĕ. Вăл тунă преступленисен тата вăрланă пурлăх шутне тĕпчеççĕ.