-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнче арçын интернетра хăйне валли (сутас тĕллевпе мар) наркотик заказ тунă. Хула çынни «тавара» вăрттăн вырăнтан илсе куртка кĕсйине хунă, çул çинче ăна полицейскисем тытса чарнă.
Арçын хăй айăпне пĕтĕмпе йышăннă. Суд ăна пĕтĕмĕшле режимлă колоние 4,5 çула хупнă. Арçынна суд залĕнчех тытса чарнă.