Пур хыпар та
Çын тата саккун
26 Нарӑсӑн , 17:30

Пушкӑртстанра наркокурьера сакӑр ҫуллӑха айӑпланӑ

Туймазă хулинче пурăнакан, наркотиксене саккунсӑр майпа сутма хӑтланнӑ хула ҫыннине суд умне тăратнӑ.

Пушкӑртстанра наркокурьера сакӑр ҫуллӑха айӑпланӑ
Пушкӑртстанра наркокурьера сакӑр ҫуллӑха айӑпланӑ

2025 ҫулхи пуш уйӑхӗнче курьер вӑрттӑн вырӑнтан саккунпа чарнă наркăмăша кайса илнĕ. Вăл ăна çынсене сутма палăртнă.  Анчах та йĕрке хуралçисем наркотик саракана тытса чарнӑ. Пушкӑртстан прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, суд Туймазă çыннине ҫирӗп режимлӑ колоние сакӑр ҫула хупма йышăну тунă.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас