2024 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче усал шухӑшлӑ çынсем Учалӑ районӗнче хусах тата çывăх çыннисемсĕр пурӑнакан 46 ҫулти арҫынна шыраса тупнӑ. Ятарлă çар операцине кайма контракт алă пуснă хыҫҫӑн вӗсем ӑна хăйсен ушкăнне кĕрекен хӗрарӑмпа суя мӑшӑрлану йӗркеленӗ. Малти линире суя мӑшӑрĕ вилни ҫинчен пӗлсен, хӗрарӑм социаллӑ тата страхлав тӳлевĕсем ыйтма килнĕ, 15,8 млн тенкӗ ытла тÿлеве тивĕçнĕ. Мошенниксем укçапа хăйсене кирлĕ пек усăлланнă. Преступниксене следстви комитечӗн тата федераллă хăрушсăрлăх службин (ФСБ) ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Иккӗшне следстви изоляторне ăсатнă тата иккӗшне хӑш-пӗр ӗҫсене тума чарнӑ.