Пур хыпар та
Çын тата саккун
4 Мартӑн , 13:00

Ĕпхÿри суд 19 çулхи курьер-мошенника колоние ăсатнă

Ĕпхÿри суд умне мошенникла схема тăрăх курьер пулса ĕçленĕ 19 çулхи каччă тăнă.

Ĕпхÿри суд 19 çулхи курьер-мошенника колоние ăсатнă
Ĕпхÿри суд 19 çулхи курьер-мошенника колоние ăсатнă

Саккунсăр укçа ĕçлесе илмелли меслете вăл иртнĕ çулхи июль уйăхĕнче мессенджерта тупнă. Пĕр уйăхран çамрăк виçĕ улталаннă хула çыннисенчен 2,6 млн тенкĕ ытла илнĕ. Улӑштармалли пунктра вӑрланӑ укҫапа вӑл цифра валюти туяннӑ, пӗрле ӗҫлекенсене усӑ курма май туса электрон енчӗк ҫине куҫарнӑ.

Пушкăртстанри прокуратурăн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, суд каччăна пĕтĕмĕшле режимлă колоние 2,4 çула хупма йышăннă. Çамрăк сиене пĕтĕмпе саплаштарнă.

Пирĕн MАХри канал - max.ru/ursassi.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас