Пур хыпар та
Çын тата саккун
4 Мартӑн , 19:00

УМПО ĕçченне 3,9 млн тенкĕ взятка илнĕшĕн айăпланă

Республикăри тĕп хулан сучĕ умне Ĕпхÿри мотор тăвакан производство пĕрлĕхĕн (УМПО) пурлӑхпа тата  техникăпа  тивӗҫтерессипе ĕçлекен инженерӗ тăнă.

УМПО ĕçченне 3,9 млн тенкĕ взятка илнĕшĕн айăпланă
УМПО ĕçченне 3,9 млн тенкĕ взятка илнĕшĕн айăпланă

Хĕрарăм договорсем тăрăх тÿлеве хăвăртлатнăшăн тата пĕтĕмĕшле хÿтлĕх панăшăн компани представителĕсенчен саккуна пӑхӑнман тӳлеве тӑтӑшах илсе тăнă. Укçасене хĕрарăмăн хура ĕçĕсем çинчен пĕлмен тăванĕсен счечĕсене куçарнă. Взяткăсен хисепĕ 3 млн та 900 пин тенкĕрен те иртнĕ. Суд хĕрарăма пĕтĕмĕшле режимлă колоние 5 çула хупма, коммерциллĕ организацисенче ятарлă должноçсем йышăнма чарма йышăну тунă. Илнĕ укçасене патшалăх шутне куçарнă, айăплă çынна суд залĕнченех тĕрмене ăсатнă.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас