Хĕр патне палламан çын шăнкăравласа укçа ĕçлесе илме сĕннĕ. Вăл килĕшнĕ, часах унпа тепĕр специалист çыхăннă. Вакансисемпе инструкци пама ункайлăрах пултăр тесе экран демонстрацине хускатма сĕннĕ. Çавăн пекех хĕре ĕçшĕн тÿлев илме приложенире банк счечĕ уçма ÿкĕтленĕ. Ун валли вăл харпăр кабинетне активизацилемелли код кĕртнĕ, çавăн хыççăн ун счечĕ çинчен 13 пин тенкĕ çухалнă.
Каярах федераллă налук службин суя ĕçченĕ виççĕмĕш курс студенткине ют çĕршыв валютипе саккунсăр операцисем туни çинчен пĕлтернĕ. Тепĕр специалист хĕре пур перекетленĕ укçине хăй пĕлтернĕ счет çине куçарма сĕннĕ, çапла майпа студентка аферистсене тата 85 пин тенкĕ ытла укçа куçарнă.
Мошенниксем айванскере кредит илме сĕннĕ, хĕр ăна пĕрле пурăнакан каччă ячĕпе çыртарнă. Каччă мĕн сăлтавпа укçа кирлине тĕпчесе тăмасăрах банкран 700 пин тенкĕ илнĕ. Унтан студентка малтан вырнаçтарнă бот (хăш-пĕр ĕçсене çынсăрах пурнăçлакан программа) çинчи пĕлтерÿсенчи кодсене ярса панă, укçана преступнисем кăтартнă счет çине куçармалли хушу илнĕ.
Пӗтӗмӗшле сиен 829 пин тенкӗпе танлашнӑ. Хĕр хăй мошенниксен серепине лекнине каярах ăнланса илнĕ. Полицейскисем мошенникла хăтланнă пирки тĕпчев ĕçĕсем ирттереççĕ.