Урал сасси
+19 °С
Дождь
Çын тата саккун
11 Марта , 12:30

Хаклă япаласем вăрланишĕн айăпланă

Пелепей хула сучĕ Пишпÿлек районĕнче пурăнакан 39 çулхи арçын тĕлĕшпе приговор йышăннă. Ăна тепĕр çынна пысăк сиен кÿнĕшĕн айăпланă.

Хаклă япаласем вăрланишĕн айăпланăХаклă япаласем вăрланишĕн айăпланă
Хаклă япаласем вăрланишĕн айăпланă

Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче арçын Пелепей хулинче пурăнакан хĕрарăмпа паллашнă. Сĕтел хушшинче алкоголь шĕвекĕсем ĕçнĕ хыççăн хĕр çывăрса кайнă, хăна унăн ылтăн эрешĕсене вăрланă та тухса кайнă. Тепĕр кунхине хаклă япаласене ломбарда парасшăн пулнă, анчах та полицейскисем ăна ярса тытнă.

Пушкăртстанри Шалти ĕçсен министерстви пĕлтернĕ тăрăх, маларах арçынна наркотик сутнăшăн айăпланă пулнă. Хальхинче суд ăна 2,5 çула çирĕп режимлă колоние хупма йышăну тунă.

Пирĕн MАХри канал - https://max.ru/ursassi.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас