-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Мошенниксем вилнĕ çыннăн япалисене ярса пама çынран ирĕк илмелле тесе почта индексне тата смс-пĕлтерĕвĕн кодне пĕлтерме ыйтаççĕ.
«Раççей киберполици хыпарçи» («Вестник киберполиции России») телеграмм-канал ăнлантарса панă тăрăх, асăннă схемăна СВОра вилнĕ е хыпарсăр çухалнă çар çыннисен тăванĕсене улталама хатĕрленĕ.
Граждансене информацин официаллă çăлкуçĕсене çеç шанма, хăвăр даннăйсене, кодсене пĕлмен çынсене каламасса асăрхаттараççĕ. Медицина учрежденисен ĕçченĕсем нихăçан та смс-пĕлтерÿсенчен кодсем ыйтмаççĕ.