Пур хыпар та
Çын тата саккун
20 Мартӑн , 09:00

Пушкӑртстан вăрлăхсене экспорта ăсатассине ÿстернĕ

Россельхознадзорӑн Пушкӑртстанри управленийӗ ҫулталӑк пуҫланнӑранпа чикĕ леш енне ăсатмалли пӗрчӗллӗ тата выльӑх апачӗн культурисен вӑрлӑхӗсен 21 партине тӗрӗсленӗ.

Пушкӑртстан  вăрлăхсене экспорта ăсатассине ÿстернĕ
Пушкӑртстан вăрлăхсене экспорта ăсатассине ÿстернĕ

Республикӑри вӑрлӑх предприятийӗсем Беларуҫе, Германие, Казахстана тата Киргизие 413,8 тонна вика, донник, эспарцет, люпин, люцерна, фацели вӑрлӑхĕсене сутнӑ. Вӑрлӑх тĕслĕхĕсем энтомологи тата гербологи тӗпчевӗсем, Россельхознадзорӑн Пушкӑртстанри тӗрӗслев лабораторийӗнче вĕсен шăтаслăхне тĕрĕсленĕ. Экспертиза кӑтартӑвӗсем тӑрӑх карантин организмӗсене тупса палӑртман, мĕнпур продукци импортер-ҫӗршывсен ыйтнине тивӗҫтерет. Ăсатмалли вăрлăха 21 фитосанитари сертификатне панӑ.

 Танлаштарма: ҫулталӑк каялла Пушкӑртстан Беларуҫе, Казахстана тата Киргизие 292 тонна илепер (донник), фацели, эспарцет тата урпа вӑрлӑхне ăсатнă.

Аса

илтеретпӗр, «Тивĕçлĕ те тухăçлă ĕç тата ăнăçлă предпринимательство» наци тĕллевĕ шайĕнче «Тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проекчĕ пурнăçланать.  Унăн тĕллевĕ 2030 çул тĕлне чĕр тавар тата энергетика таварĕсен шутне кĕмен продукцин экспортне 70 процента çитересси.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас