Пур хыпар та
Çын тата саккун
26 Мартӑн , 17:30

Çумĕнче наркотик пулнă çынна тытса чарнă

Çтерлĕ хулинче йĕрке хуралçисем саккуна пăсса наркотик тытăмлă япаласене усранипе  çыхăннă ĕçе уçăмлатнă тата  çын наркăмăша сарнипе сарманнине тĕпчеççĕ.

Çумĕнче наркотик пулнă çынна тытса чарнă
Çумĕнче наркотик пулнă çынна тытса чарнă

Наркотикпа çыхăннă преступленисемпе кĕрешекен уйрăм ĕçченĕсем оперативлă профилактика мероприятийĕ витĕмĕпе Çтерлĕ хулинче пурăнакан арçынна тытса чарнă. Харпăр тĕрĕслев вăхăтĕнче çынра çыпăçакан хăюпа чĕркенĕ тĕрке тупнă, ун ăшĕнче порошок тултарнă полимер хутаç пулнă. Тĕпчев хутаçра 2,1 г мефедрон пулнине уçăмлатнă.

Полици уголовлă ĕç пуçарнă. РФ Уголовлă кодексăн  228 статйипе арçынна 10 çула яхăн ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас