+19 °С
Дождь


2024 çулхи январь-июль уйăхĕсенче Ĕпхÿ çынни интернет урлă банк карттисен реквизичĕсене илсе тăнă. Вĕсемпе усă курса вăл счетсенчен укçа куçарнă тата автоплатеж çыхăнтарнă. Преступлениллĕ ĕçе ашшĕ тата пĕлĕшĕ хутшăннă.
Пушкăртстанри прокуратурăн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем виçĕ çыннăн 280 пин ытла тенкине вăрланă. Айăплисем суд умне тăма хатĕрленеççĕ.