Урал сасси
+19 °С
Дождь
Çын тата саккун
1 Апреля , 08:00

Вăрман каснăшăн 900 пин тенкĕ тÿлемелле пулĕ

Белорецкра суд саккуна пăсса юмансене каснишĕн приговор йышăннă. Сăтăрла ĕç 900 пин тенкĕпе танлашнă.

Вăрман каснăшăн 900 пин тенкĕ тÿлемелле пулĕВăрман каснăшăн 900 пин тенкĕ тÿлемелле пулĕ
Вăрман каснăшăн 900 пин тенкĕ тÿлемелле пулĕ

Çак ĕçе Белорецк çынни иртнĕ çулхи май уйăхĕнче тунă. Йывăçсене бензопăчкăпа касса темиçе кунтан МТЗ тракторĕ çине тиесе кил картишне кĕртнĕ.

Пушкăртстан прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх арçын хăй айăпне йышăннă. Суд ăна пĕр çул тĕрĕслев срокĕпе условлă майпа икĕ çула ирĕксĕр хăварнă. Преступлени хатĕрне туртса илнĕ тата сиене саплаштарма çирĕплетнĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас