Медицина ĕçченĕ «хăрушсăрлăх счечĕ» çинчен халапа ĕненсе аферистсене 6 миллион тенкĕ укçине куçарса панă. Ĕç-пуç мессенджера Сывлăх сыхлав министерствинчен хыпар килнинчен пуçланнă. Ун хыççăн тухтăра «Госуслугинчи» аккаунтне çĕмĕрни тата ун ячĕпе кредит илме хăтланни çинчен пĕлтернĕ. Мошенниксем хăйсене «Госуслуги», Тĕп банк ĕçченĕсем тесе уголовлă явап тыттарассипе хăратса лару-тăру çинчен никама та калама хушман.
Ултавçăсем каласа тăнипе арçын перекетленĕ пилĕк миллион тенкине хывнă тата 700 пин тенкĕлĕх кредит илсе пур укçине «хăрушсăр счет» çине куçарнă. Тата 850 пин тенкĕ ыйтсан тухтăр хăй ултавçăсен серепине лекнине ăнланса полицие çитнĕ.