ПР Шалти ĕçсен министерствинче пĕлтернĕ тăрăх, арçын пĕр мессенджерта хыпарсен каналне пăхнă. Сасартăк телефон экранĕ çинче «Установка обновления системы» пĕлтерÿ килсе тухнă, ун хыççăн экран сÿннĕ, мобильлĕ хатĕр сÿнтерме тытăнсан итлемен. Анчах та телефонра приложенисенчен пĕлтерÿсем килни илтĕннĕ. Вăхăт иртсен телефон çĕнĕрен ĕçлеме пуçланă.
Арçын телефонне тĕрĕсленĕ хыççăн унта банк приложенийĕсем çухалнине асăрханă. Вăл телефонри пур приложенисене те тасатса çĕнĕрен вырнаçтарнă, онлайн-банка кĕнĕ. Банксен приложенийĕсенче арçын 50 пин тенкĕлĕх темиçе укçа куçарăвне асăрханă. Вăрланă фактпа уголовлă ĕç пуçарнă.