Пур хыпар та
Çын тата саккун
6 Апрелӗн , 16:30

Вилĕмлĕ авари тунăшăн айăпланă

Мечетлĕ районĕнчи 41 çулхи арçын вилĕмлĕ çул-йĕр инкекĕ тунăшăн суд умне тăрĕ.

Вилĕмлĕ авари тунăшăн айăпланă
Вилĕмлĕ авари тунăшăн айăпланă

2025 çулхи сентябрь уйăхĕнче ÿсĕр арçын «Лада Приора» рулĕ умне ларнă. Вăл машина хăвăртлăхне ÿстерсе тата çул паллисене шута илмесĕр хирĕç килекен çул çине тухса экскаватор-погрузчика пырса тăрăннă. Унăн пĕр пассажирĕ вырăнтах вилсе кайнă, иккĕмĕшĕн сывлăхне йывăр сиен кÿнĕ. Арçын хăй айăпне йышăннă. Суд ăна 5,2 çула колони-поселение яма йышăннă тата руль умне 2,5 çула ларма чарнă.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас